Чӑваш Енӗн вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов сӗт сутакансемпе тӗл пулнӑ. Вӑл ӗнер Шупашкар районӗнчи Курак Чурачӑк ялне кайнӑ.
Ял ҫыннисем министра пӗлтернӗ тӑрӑх, сӗт пухакансем асӑннӑ ҫимӗҫе пӗр литрне 19 тенкӗпе туянаҫҫӗ.
Сергей Артамонов ӗнентернӗ тӑрӑх, ял ҫыннисене урамсене, тӑван тӑрӑха хӑтлӑх кӳресси ытларах пӑшӑрхантарать. Сӑмахран, ҫырмара плотина тӑвасси, лавкка умӗнчи лапама хитрелетесси, ҫӳп-ҫап контейнерӗсене лартса тухнӑ вырӑнсене бетонласси.
Ӗне усракансене кӑҫал та укҫан пулӑшас тенине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: пӗр ӗнешӗн – 2400, икӗ ӗнешӗн – 3400-шар тенкӗ, виҫӗ тата ытларах ӗнешӗн 4400-шар тенкӗ парасси пирки шухӑшлаҫҫӗ.
Чӑваш Енри агропромышленность комплексӗн ветеранӗсен союзӗн председательне Александр Самылкина «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа наградӑлӗҫ. Кун пек хушӑва Олег Николаев Элтепер паян алӑ пуснӑ.
Александр Петрович 1951 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Иккӗмӗш Липовка ялӗнче ҫуралнӑ. 1978 ҫулта Ҫӗрпӳри ял хуҫалӑх техникумӗнчен, 1985 ҫулти Горькинчи аслӑ парти шкулӗнчен, 1996 ҫулта Мускаври патшалӑх социаллӑ университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Коминтерн ячӗллӗ колхозри колхозникран председателе ҫитнӗ. Унтан райком тытӑмӗнче, районти ҫыхӑну узелӗн пуҫлӑхӗнче, Чӑваш Республикин Почта ҫыхӑнӑвӗн управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче, ЧР Патшалӑх Канашӗн аппаратӗнче ӗҫленӗ, чӑваш парламенчӗн депутачӗ те пулнӑ.
Етӗрне районӗнче пурӑнакансем сӗте йӳнӗпе туяннишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ те, тарӑхаҫҫӗ те. Ял ҫыннисемпе ӗнер республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев тӗл пулнӑ.
Парламентари Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, ял ҫыннисем сӗте хальхи вӑхӑтра 18 тенкӗпе сутаҫҫӗ. Ку вӑл — 1 литр хакӗ. «Лавккари шыв та хаклӑрах», — пӑшӑрханаҫҫӗ ӗне усракансем.
Ака уйӑхӗн 17 тата 18-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи ҫынсем бойкот туса кӑтартасшӑн. Ҫав икӗ кун вӗсем сӗте сутасшӑн мар. Хыснаран уйӑракан субсиди сахал тесе калаҫҫӗ-мӗн ял ҫыннисем. Вӗсен шучӗпе тӗллевлӗрех пулӑшмалла, пысӑках мар кооперативсем йӗркелемелле, сӗте вырӑнта тирпейлемелле, посредниксем кирлӗ мар.
Йӑлана кӗнӗ «Ҫуркунне» ял хуҫалӑх продукцийӗн ярмӑркки кӑҫал ака уйӑхен 17-мӗшӗнче пуҫланӗ те ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Ку пахчаҫӑсемшӗн питӗ усӑллӑ тата меллӗ. Унта вӗсем пахча ӗҫӗсем пуҫланиччен вӑрлӑх, калча туянма пултараҫҫӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ ял хуҫалӑх продукцине сутмалли тӑватӑ вырӑна палӑртнӑ. Суту-илӳ точкисем «Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче, «Шупашкар» пасарта, «Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ» суту-илӳ комплексӗнче, «Амазони» паркра пулӗҫ.
Чӑваш Енре усӑ курман ҫӗрсене ахаль вырттарасшӑн мар. Кун пирки республикӑн вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов каланӑ. Усӑ курман ҫӗр лаптӑкӗ еспубликӑра 27 пин гектар таран йышӑнать.
Министр пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ ҫӗрсем пӗчӗкшер лаптӑк йышӑнаҫҫӗ. Вӗсенчен чылайӑшӗ — пай ҫӗрӗсем. Вӗсене акса сухаламаҫҫӗ, вӗсене сутма та шухӑшламаҫҫӗ. 100-200 гектар лаптӑк ҫине ютри инвестора йыхравлаймӑн. Апла пулсан ку ыйтупа вырӑнти фермерсемпе ӗҫлемелле.
Усӑ курман ҫӗрсенчен 70 проценчӗ — муниципалитетсен харпӑрлӑхӗнче. Вӗсен ҫӗре межевиксене виҫтерттермелле те аукцион е сакккунлӑ урӑх мелпе ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермерсене памалла.
Ял ҫыннисене усламҫӑсем сутӑн илекен сӗт йӳнелни пӑшӑрхантарать. Етӗрне районӗнчи Яракассинче пурӑнакансем кунпа килӗшесшӗн мар, усламҫа ялӗпех сӗт пама пӑрахасшӑн.
Пушӑн 26-мӗшӗнченпе унта сӗте 18 тенкӗпе йышӑнаҫҫӗ. Унччен 24 тенкӗ пулнӑ. Ял ҫыннисем каланӑ тӑрӑх, капла ӗне усранин усси ҫук. Ара, чылайӑшӗшӗн вӑл тупӑш тумалли пӗртен-пӗр мел-ҫке-ха.
«Сӗт лавккари газлӑ шывран та йӳнӗрех пулса кайрӗ», - теҫҫӗ ҫынсем. Ӗне усрама вара ҫӑмӑл мар: ҫулла утӑ туса илме те самай укҫа кирлӗ. Ял ҫыннисем пуха туса пурте усламҫа сӗт пама пӑрахма калаҫса татӑлнӑ.
Пирӗн республикӑра типӗтсе хатӗрленӗ пахчаҫимӗҫе ҫӗршыври супермаркетсенче сутаҫҫӗ. Ҫимӗҫе типӗтекенсем ӗнентернӗ тӑрӑх, асӑннӑ продукци пахалӑхне ҫухатмасть, тути те унӑн аван.
Апат-ҫимӗҫе типӗтессипе, сӑмахран, Комсомольски районӗнчи «ТАВ» тулли мар яваплӑ общество ӗҫлет. Вӑл ҫӗрулмипе тата ытти пахчаҫимӗҫе ӗҫлет. Фирмӑн продукцин «Пятёрочка», «Перекрёсток», «Карусель» тата «Магнит» суту-илӳ сечӗсен лавккисенче курма пулать. Унта ӑна «Yelli», «Bravolli», «Готово» тавар паллипе сутаҫҫӗ. Чӑваш Енре туса кӑларнӑ ҫав ҫимӗҫе «ОZON» тата «WILDBERRIES» маркетплейссем урлӑ та туянма пулать.
«Чӑваш Республикин ҫулталӑкри экспортёрӗ» конкурс ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ.
Промышленность сферинче ҫулталӑкри экспотер ятне «Элтех-Инжиниринг» тулли мар яваплӑ общество тивӗҫнӗ, агропромышленность комплексӗнче – «КМК» предприяти (ӑна, сӑмах май, «Ҫулталӑкри ҫитӗнӳ» номинацире те чысланӑ). Пулӑшу кӳрессипе «ЦОУ – Сириус» обществӑна чи лайӑх экспортер тесе йышӑннӑ. Ҫӳлли шайри технологисен енӗпе пӗрремӗш вырӑна «Нир Энерго» предприяти тухнӑ. «Ҫулталӑкри потенциаллӑ экспортер» номинацире «Турбоком-Инвест» пӗрремӗш сервис центрӗ ҫӗнтернӗ. Ултӑ номинацире ҫӗнтерӳҫӗсен ятне 16 компани тивӗҫнӗ. Конкурса пурӗ 111 заявка тӑратнӑ.
2020 ҫулта Чӑваш Республикин тулашри суту-илӳ ҫаврӑнӑшӗ Америкӑн 539 долларӗпе танлашнӑ. Ҫав шутран 46 процентне экспорта ӑсатнӑ.
Чӑваш Енри аграрисем хӑйсем туса илекен продукцие ют ҫӗршыва хастар ӑсатаҫҫӗ. Асӑннӑ ӗҫ «Халӑхсем хушшинчи коопераци тата экспорт» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пырать.
«Агроаналитика центрӗ» федерацин патшалӑх хысна учрежденийӗ пӗлтернине тӗпе хурса республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче кушӑм сутассипе пирӗн регион Раҫҫейре малтисен ретӗнче пулнӑ. Асӑннӑ продукцие пирӗн регион 118,7 пин америка долларӗлӗх сутнӑ.
Кушӑм Польшӑна, Германие тата Беларуҫе ӑсанать.
Чӑваш Ене ӑратлӑ ӑйӑрсен биоматериалне кӳрсе килнӗ. Вӗсен генетика материалне Россельхознадзорӑн Чӑваш Республикипе Чӗмӗпӗр облаҫӗнчи управленийӗн инспекторӗ тӗрӗсленӗ.
Спорт ӑрачӗллӗ лашасене пӗтӗлентермелли биоматериала Швецинче туяннӑ. Ӑна пурӗ 14 доза илсе килнӗ.
Материал паха тата пирӗн тӑрӑхри лашасене пӗтӗлентерме юӑхлине Швецинче панӑ ветеринари сетификачӗ те ҫирӗплетсе панӑ. Сертификатра ҫырнине ӗненсен, биоматериала иличчен ӑйӑрсене тӗрлӗ чир-чӗртен тӗрӗсленӗ, янаварсем таса сыввине палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |